00:00 17 ноября 2012 г.
Чăваш Республикинчи организацисенче ĕçлекенсен кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи номинал виçипе шутланă вăтам шалăвĕ 16503,9 тенкĕпе танлашнă. Федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен хушшинче Чăваш Ен ку енĕпе Мордва (13816,7), Мари (15405,1) республикисенчен, Киров облаçĕнчен (16078,9) ирттерет тата Ульяновск облаçĕнчен (16507,3) кăшт юлса пырать. ФАОра чи пысăк шалу Тутар Республикинче - 22295,8 тенкĕ.
Экономика ĕç-хĕлĕн тĕрлĕ енне илес пулсан пирĕн хутлăхра асăннă тапхăрта финанс тытăмĕнче (29618 тенкĕ), патшалăх управленийĕнче тата çар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессинче, çавăн пекех социаллă страхованире (23916), строительствăра (19914) ĕç укçи пысăк пулнă.
Чăннипе шутласа панă шалу кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăра иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 12,4 процент ÿснĕ.