00:00 09 ноября 2012 г.
ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин ĕç графикĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ иртет. Унта ЧР Экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ министерствин, «ЧР Гаранти фончĕ» коммерциллĕ мар автономи организацийĕн, ЧР Экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ министерствин «Республика бизнесĕ - халăха ĕçпе тивĕçтерекен, вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшакан инкубатор» автономи учрежденийĕн, налук инспекцийĕн, пенси фончĕн, Роспотребнадзорăн, прокуратурăн, РФ Перекет банкĕн, РФ Россельхозбанкăн, Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн представителĕсем хутшăнаççĕ. 11.00 сехетре пуçланать.