00:00 09 ноября 2012 г.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа тĕл пулнă май пĕрле çыхăнса ĕçлемелли ыйтусене, районăн социаллă экономикăллă аталанăвне сÿтсе явнă.
В.Андреева министр тата райадминистраци пуçлăхĕ К.Никитин «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулнă, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Хаçат ĕçченĕсем министрпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçнăшăн, ыйтусене хуравланăшăн тав тунă. Журналистсем те район администрацийĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлес, хаçат страницисенче район çыннисен пурнăçне, предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлне туллин çутатса тăрас ыйтусене сÿтсе явнă.