00:00 09 ноября 2012 г.
Европăн Çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн Канашĕ ноябрĕн 3-мĕшĕнче Бухарестри черетлĕ ларура 2014 тата 2015 çулсенче çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен хушшинчи чемпионатне йышăнакан хуласен ячĕсене пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр: Европăри çак ăмăртусене ирттерме кăмăл тунисен хушшинче Чăваш Ен тĕп хули те пулнă. Самаях кĕрешнĕ хыççăн Европăн командăсен хушшинчи чемпионатне ирттерме йĕркеленĕ конкурсăн финалти пайне Брауншвейг (Германи) тата Острава (Чехи) хулисем тухнă. Çивĕч конкуренцире Европăн Çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн Канашĕн членĕсем пĕр саслăн йышăннипе Шупашкар Европăн пысăк çак ăмăртăвне - 2015 çулта, Германири Брауншвейг хули 2014 çулта ирттермелли ирĕке çĕнсе илнĕ.
Бухарестри ларăва Раççейри заявкăсем паракан комитет йышĕнче ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Л.Черкесов, ВФЛА генеральнăй секретарĕ М.Бутов хутшăннă. Çак ăмăрту Европăра çăмăл атлетика турнирĕсенчен чи сумли шутланать. Унта Суперлигăри чи вăйлă 12 команда спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Ăмăртусем «Олимпийский» тĕп стадионта иртĕç.