00:00 24 октября 2012 г.
Тикаш ял тăрăхĕн сайчĕ Пĕтĕм Раççейри Интернет-сайтсен «Уçăмлă муниципалитет. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2008 çулхи on-line тытăмĕ» конкурсĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнса диплома тивĕçнĕ. 2010 çулăн 2-мĕш çуррин кăтартăвĕсемпе Пĕтĕм Раççейри «Уçăмлă муниципалитет. Хире-хирĕçле çыхăну тытăмĕ» конкурсра Интернет-сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе «Ял тăрăхĕн сайчĕ» номинацире çĕнтернĕччĕ.
Ял тăрăхĕн сайтне «тултарса» пуянлатса пырассишĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Нарсов яваплă. Хăйĕн тивĕçĕсене таса кăмăлтан пурнăçласа пынăшăн ăна хăй вăхăтĕнче ЧР Çыхăну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ Тав çырăвĕпе те чысланă.
Тикашсем кăçал каллех Пĕтĕм Раççейри Интернет-сайтсен конкурсне хутшăнаççĕ. 2012 çулăн 2-мĕш çур çулĕнче июль-декабрь уйăхĕсенче - вăл «Уçăмлă муниципалитет. Муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи бюджет процесĕ» ятпа иртет. Тикаш ял тăрăхĕн сайчĕшĕн сасăлас текенсем «Вырăнти хăй тытăмлăх энциклопедийĕн» сайтне кĕме пултараççĕ.