00:00 24 октября 2012 г.
ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе 20 çул каялла, 1922 çулхи октябрĕн 8-9-мĕшĕсенче, Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн I Аслă пухăвĕ иртнĕ. Пурĕ 905 делегат суйланнă, вĕсенчен 885-шĕ конгресс ĕçне хутшăннă.
Чăвашсен пĕрремĕш Аслă пухăвне Азербайджан, Беларуç, Литва, Кăркăсстан, Молдова, Украина, Эстони патшалăхĕсенчен, Коми, Мари, Мордва, Удмурт, Пушкăрт, Тутар, Саха (Якут) республикисенчен, Брянск, Вологда, Волгоград, Екатеринбург, Калуга, Киров, Мускав, Санкт-Петербург, Самар, Сарă Ту, Чулхула, Тюмень, Чĕмпĕр хулисенчен тата ытти çĕртен делегатсем хутшăннă. Унсăр пуçне хăнасем Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчен, Венгрирен килнĕ.
Чăваш наци конгресĕ чăмăртаннăранпа 20 çул çитнине çыхăнтарнă уяв октябрĕн 26-27-мĕшĕсенче иртĕ.
Пĕрремĕш кунĕнче Наци библиотекинче Раççейри тата чикĕ леш енчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем валли «çавра сĕтел» пулĕ.
Октябрĕн 27-мĕшĕнче 11 сехетре К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн анлă ларăвĕ уçăлĕ. Ун хыççăн кунтах 16 сехетре халăх уявĕ - театрализациленĕ «Хĕр сăри» - иртĕ.