00:00 20 октября 2012 г.
Çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркине пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕллевпе «Полици тата ачасем» акци шайĕнче РФ ШĔМĕн «Урмарский» муниципалитетсем хушшинчи уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ А.Николаев И.Яковлева социаллă ĕçченпе пĕрле Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти 6 б, 7а, 8а,9а,11 б,в класс ачисемпе калаçу ирттернĕ.
Çул çинче пулса иртекен аварисемшĕн автотранспорта тытса пыракансем кăна мар, çуран çÿрекенсем те айăплă. Пĕр-пĕрне хисеплесен инкек куракансен йышĕ те чакса пырĕ.