00:00 17 октября 2012 г.
«Петербургская политика» фонд регион ертÿçисен рейтингне 11-мĕш хут палăртнă, пуçлăхсем малашне те вырăнтах юласси-юлмассине систерме пăхнă. Экспертсем 14 кĕпĕрнаттăра «питĕ лайăх» паллăпа тивĕçтернĕ, тăваттăшне вара «начар» тесе хакланă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн - «лайăх» паллă, регион элити ăна хисеплени пысăк витĕм кÿрекен кăтартусенчен пĕри.
Тутарстан президенчĕн Р.Миннихановăн ĕç-хĕлне те «тăваттăпа» хакланă. «Националлă мониторинг служби» «Ирĕклĕ политика тĕпчевĕ» институтпа пĕрле ирттернĕ ыйтăм тăрăх та М.Игнатьев информаци тăратас тĕлĕшпе халăхпа уççăн пулнăшăн регионсенчи 83 ертÿçĕрен 35-мĕш вырăнта пулнă.
Чăваш Енре те ĕç тăвакан ертÿçĕсен информаци уççăнлăхне палăртас тĕлĕшпе рейтинг ирттереççĕ. Сентябрь уйăхĕнче ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци министерстви пĕлтернĕ тăрăх ку тĕлĕшпе ЧР строительство министерстви мала тухнă.