АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ хăват парĕ

00:00 17 октября 2012 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, ведомствăсен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Çурт-йĕр строительствине аталантарассине хавхалантармалли хушма мерăсем çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Çакă пурăнмалли условисене лайăхлатмалли граждансене туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе çурт-йĕр строительствине çĕнĕ хăват пама тивĕç.

«Энерги перекетлекен çĕнĕ йышши материалсемпе тата технологисемпе усă курса эконом-класс йышши сахал хутлă тата туянма май пур çурт-йĕр туни харăсах темиçе тĕллеве пурнăçлама пулăшĕ. Строительство калăпăшĕ палăрмаллах ÿсет, тăваткал метр хакĕ чакать, вăтам тата пĕчĕк тупăшлă çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйтăва кĕске вăхăтра татса паратпăр. Унсăр пуçне граждансен социаллă яваплăхĕ ÿсет, вĕсем экологи енĕпе таса çĕрте пурăнассине тивĕçтеретпĕр. Ку Чăваш Ен çыннисен пурнăç тăршшĕне тăсма, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма та пулăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика