00:00 10 октября 2012 г.
Вăрмар районĕнче пурăнакансем «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртессипе уйрăм хушма хуçалăхсене аталантармашкăн çăмăллăхлă кредитсемпе активлă усă кураççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа патшалăх пулăшăвĕпе 586 ял çынни усă курнă. Пĕтĕмĕшле 114170 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Россельхозбанк урлă 77630 пин тенкĕлĕх - 380, Перекет банкĕ урлă - 34570 пин тенкĕлĕх 202 кредит килĕшĕвĕсем йĕркеленĕ.
Çăмăллăхлă кредитсем илессипе Вăрмар хула, Чулкас, Кĕтеснер ял тăрăхĕсем активлă ĕçлеççĕ.