АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хÿтлĕхпе тивĕçтермелле

00:00 01 сентября 2012 г.

Терроризмпа кĕрешекен комиссин тата Чăваш Республикинче терроризма хирĕç операцисене йĕркелесе пыракан штабăн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ертсе пынă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн вĕренÿ учрежденийĕсене терроризмран хÿтĕлес ыйтусене пăхса тухнă. «Паянхи условисенче вĕрентÿ сферинче хÿтлĕх ыйтăвĕсем тĕп вырăнта - патшалăх шайĕнче те, регионсен политикине йĕркелес енĕпе те», - тенĕ М.Игнатьев. Вăл вĕренÿ учрежденийĕсен пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине çирĕплетме сĕннĕ, вĕсенче сигнализаци, видеосăнав хатĕрĕсем вырнаçтармалла.

Михаил Васильевич çулсем çинче ачасем суранланнипе çыхăннă лару-тăру çинче те чарăнса тăнă. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - кăçалхи çичĕ уйăхра Шупашкарта кăна ачасем хутшăннипе çулсем çинче 68 инкек пулнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 21,4 процент нумайрах. «Пирĕн çак ыйтупа çине тăрса ĕçлемелле, ачасене хăйсене çул çинче тĕрĕс тытма вĕрентмелле», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа вĕрентÿ министрĕ В.Иванов тухса калаçнă, ШĔМ, МЧС представителĕсене, район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене итленĕ. Вĕренÿ заведенийĕсен хÿтлĕхне тивĕçтермелли хушма мерăсем палăртнă.

Çавăн пекех Чăваш Енĕн топливăпа энергетика комплексĕн объекчĕсен хăрушсăрлăхне тата муниципалитетсен «Хăрушлăхсăр хула» программисене пурнăçлассине пырса тивекен ыйтусене сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика