00:00 15 августа 2012 г.
«Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществинче ĕçлекенсене предприятин акт залĕнче чаплă лару-тăрура чысланă. Ĕçлекен ырă сăмаха тивĕç - общество кăçал 17 объектра ĕçсем ирттерет, 33 млн тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2,1 хут нумайрах.
Професси уявĕпе строительсене район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, поселок администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, обществăн генеральнăй директорĕ Н.Зайцев саламланă.