00:00 04 августа 2012 г.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2012 çулăн 1-мĕш çурринче республикăн тĕп капиталне укçа уйăрмалли мĕн пур çул куçран 24762,4 млн тенкĕ инвестици хывнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 159,5 процент.
Пурăнмалли çурт-йĕр тума, ăна анлăлатма, реконструкцилеме тата техника енĕпе çĕнетме 8185,2 млн тенкĕ хывнă (инвестицисен пĕтĕм калăпăшĕ 33,1 процент) çуртсем (пурăнмаллисемсĕр пуçне) тата сооруженисем тума-çĕнетме - 8142 млн (32,9 процент), машинăсем, оборудовани, транспорт хатĕрĕсем, производствăпа хуçалăх инвентарĕ туянма - 8122,7 млн (32,8 процент), ытти тăкака саплаштарма - 312,4 млн тенкĕ (1,3 процент). Инвестицисен пĕтĕм калăпăшĕнчен 15893,6 млн тенки (64,2 процент) - пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен тÿпи.