00:00 28 июля 2012 г.
Июлĕн 27 - августăн 12-мĕшĕсенче Аслă Британин тĕп хулинче ХХХ Çуллахи Олимп вăййисем иртеççĕ.
Çак чыса Лондон виççĕмĕш хут тивĕçнĕ, тĕнчери нихăш хула та кун пек çитĕнÿпе мухтанаймасть. ХХХ Олимп вăййисенче 205 çĕршывран килнĕ 12500-е яхăн атлет 37 спорт енĕпе 302 медаль комплекчĕшĕн тупăшĕ. Фаворитсен шутне АПШ, Китай, Раççей, Аслă Британи спортсменĕсене кĕртеççĕ. Чи нумай медаль комплекчĕ çăмăл атлетикăра (47), шывра ишессинче (32), велоспортра (18), кĕрешÿре (18) выляттарĕç. Вĕсем хыççăн байдаркăпа каноэ (16), пăшалтан пересси (15), йывăр атлетика (15), спорт гимнастики (14), дзюдо (14), бокс (13)...
ХХХ Олимп вăййисен медалĕсем те хăйне евĕр рекорд тунă:вĕсем кунччен усă курнисенчен чи пысăккисем – диаметрĕ 85 мм, хулăнăш 7мм, 375-400 грамм йывăрăш. Медальсен пиччĕн енĕнче вăйăсен пайăркасемлĕ логотипне ÿкернĕ, тÿнтерĕнче – çĕнтерÿ турри Ника тата Темза юхан шывĕ. Раççейрен Олимпиадăна 440-450 спортсмен хутшăнĕ. Вăйăсене уçнă церемонире çĕршыв ялавне йăтса пыма Мария Шарапова теннисисткăна шаннă. Пирĕн атлетсем 30-а яхăн ылтăн медаль çĕнсе илме пултараççĕ тесе шутлаççĕ.