АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Бюджета улшăнусем кĕртнĕ

00:00 25 июля 2012 г.

ЧР пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ улттăмĕш сессийĕнче депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 19 ыйтăва сÿтсе явнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – «Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013, 2014 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккун проекчĕ.

Асăннă саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн республика бюджечĕн расхучĕсем 2911 миллион тенкĕ ÿсмелле. Экономикăн пĕлтерĕшлĕ секторĕсенчен пĕрне – ял хуçалăхне – хушма пулăшу (475 миллион тенкĕлĕх) пама палăртнă. 2012 çулта патшалăх агропромышленноç комплексне кÿрекен пулăшу мелĕсем татах та анлăланнă. Çавна май кăçал тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсене грант уйăрĕç (çак тĕллев валли 54,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă), хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарнă май тÿснĕ тăкаксен пĕр пайне саплаштарĕç (28,9 миллион тенкĕ), регионăн экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ программисене пурнăçа кĕртмешкĕн тĕрев парĕç (345,2 миллион тенкĕ). Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2012 çулхи июль уйăхĕн 9-мĕшĕнчи 81-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн сĕт туса илес тата ăна вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсене, çавăн пекех хушма хуçалăх тытакан граждансене хаксем чакса кайнă вăхăтра тăкаксен пĕр пайне саплаштармашкăн 69,7 миллион тенкĕ укçа уйăрма йышăннă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармашкăн та хушма «кĕмĕл» пулĕ.

Проектра çурт-йĕр строительстви валли те укçа пăхса хăварнă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене,тăлăхсене, çамрăк çемьесене хваттерпе тивĕçтерме; ишĕлес патнех çитнĕ çуртсенче пурăнакан граждансене çĕнĕ çĕре куçарма. Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт обьекчĕсене туса пĕтермешкĕн тата çĕнетсе юсамашкăн та май килĕ. Халăха паха шывпа тивĕçтерме, патшалăх тата муниципалитет электрон пулăшу мелĕсене вăйлатма та хушма укçа уйăрĕç.

Улшăнусем кĕртнине кура республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2012 çулта 31910,1 миллион тенкĕпе (ку вăл малтан палăртнинчен 20,1 процент нумайрах), расхут пайĕ 36102,8 миллион тенкĕпе (30,8 процент) танлашĕ, дефицит – 4192,7 миллион тенкĕ. Депутатсем ку саккуна пĕр саслăн икĕ вулавпа йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика