АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ÿсĕм çулĕпе утатпăр

00:00 21 июля 2012 г.

Чăваш Ен пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, муниципалитетпа федераци ведомствисен территори органĕсен руководителĕсемпе эрнесерен ирттерекен планеркăра тĕрлĕ шайри ыйтусене сÿтсе явнă.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Федорова пĕлтернĕ тăрăх 2012 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 115,6 процент, çав шутра продукци тирпейлекен производствăсен организацийĕсем тăрăх 117,6 процент пулнă. Транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани туса кăларас енĕпе индекс иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан152,5 процент пулнă, машинăсемпе оборудовани туса кăларассипе – 135,9 процент. Тир-сăран, унран тĕрлĕ япала, атă-пушмак, çавăн пекех резина тата пластмасса изделийĕсем туса кăларас ĕçре кăтартусем 2011 çул шайĕнчен пĕчĕкрех.

2012 çулта граждансене çар службине илмелли çурхи кампанин пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен юстици министрĕ Н.Прокопьева каласа кăтартнă. Призыв планĕ тăрăх çирĕплетнĕ задание Чăваш Республики туллин пурнăçланă. 2412 çынна çар службине ăсатнă.

Республикăри юханшывсенчи, кÿлĕсемпе пĕвесенчи лару-тăру çинчен республикăн Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш пĕлтернĕ. Июль уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне 31 çын шывра путса вилнĕ, вĕсенчен 23-шĕ ÿсĕр пулнă, 3 ача куçĕсене хупнă, вĕсем ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр шыва кĕнĕ. «Ачасем вилни – питĕ пысăк хуйхă. Лару-тăрăва тишкермелле:ăçта инкек путнисен айăпĕпе пулнă, ăçта – шыва кĕмелли вырăнсене тивĕçлипе йĕркелеменнипе», – тенĕ М.Игнатьев. Влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене шывра путассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе лайăхрах ĕçлеме хушнă.

Сăмах майăн, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайĕнчен 2012 çулхи çурхи призывпа салтак тивĕçне пурнăçлама 107 çамрăк кайнă. Пĕтĕмĕшле плана 100 проценчĕпех тултарнă. Шĕкĕр Турра, пирĕн районта кăçал шывра путнă тĕслĕхсем пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика