00:00 11 июля 2012 г.
Чăваш Ен премьер-министрĕ И.Моторин шухăшĕпе, пассажирсене хула çумĕнче турттарассипе çыхăннă çивĕч ыйтăва «чун-чĕрене ыраттармасăр татса параймăн». Çакна вăл Правительство çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцире палăртнă.
«Пирĕн монополистсем, вĕсенчен пĕри «Раççей чукун çулĕ» акционерсен обществи, реформăсене питĕ кăсăклă пурнăçа кĕртеççĕ. Вăл е ку япала хăш енчен те пулин интереслентерсен икĕ алăпах ярса илеççĕ. Чăрмава урăххи - пирĕн тĕслĕхре федераци субъекчĕ - çине йăвантарма хăтланаççĕ.
И.Моторин «РЧÇ» ку ыйтăва иртнĕ темиçе çулта пĕрмай çĕкленине, федераци саккунне улшăнусем кĕрттерессишĕн тĕрлĕ шайра тăрăшнине, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем общество сĕнĕвĕсене шута илсе тивĕçлĕ саккунсене улшăнусем кĕртнине пĕлтернĕ. Çапах пассажирсене хула çумĕнче турттарас ĕçшĕн яваплисем регионсем пулса юлаççĕ.
Министрсен Кабинечĕн Председателĕ тарифсем пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Республикăри пассажирсене турттаракан «Содружество» компани Чăваш Енрен ыйтакан укçан пысăкрах пайĕ «РЧÇ» («РЖД») счетне куçать. «Пуйăспа, вакунсемпе усă курма унтан тара илнĕшĕн тата темĕнле юмахла оборудованишĕн, - тенĕ премьер-министр. - Кунсăр пуçне Раççей чукун çулне пĕлтĕр инфратытăма пуянлатма 25 миллиард тенкĕ уйăрнă. Кăçал та ăна çавăн чухлĕ пама йышăннă. «Содружество» вара Чăваш Ене пăхăнмасть. Вăл пассажирсене турттарасси пирки çĕнĕ йышăну кăларсан та республика нимĕн те тăваймасть. «Эпир тивĕçлĕ çынсемпе малашне те тĕл пулăпăр, - палăртнă премьер-министр. - Чи кирли: калаçусене пĕр-пĕрне ытлашши «ыраттармасăр» ирттерме тăрăшăпăр. Енсен хушшинчи татса паман ыйту июнĕн 15-мĕшĕнче, «Содружество» Шупашкар вокзалне икĕ вакун вырăнне пĕрре кăна панă хыççăн, çивĕчленнĕ. Çав кун унта тапранса кайма пуçланă пуйăса 40-е яхăн çын пÿлнĕ. Юрать-ха, правительство ыйтăва çийĕнчех татса панă - çынсене автобуспа кирлĕ çĕре çитме пулăшнă.
«Содружество» пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2011 çулшăн Чăваш Ен общество умĕнче 128 миллион тенкĕлĕх парăмра (маларах вăл 94 миллион тенкĕ ыйтнă).