00:00 07 июля 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче çĕкленекен «Çĕнĕ хулан» строительство лапамне çитсе курнă, объектсене пăхса тухнă хыççăн канашлу ирттернĕ.
Хальхи вăхăтра инвесторсем строительство лапамне, вĕçленмен объектсене парас-илес ĕç-хĕле вĕçленĕ, техника экспертизи ирттернĕ, территори планĕн çĕнетнĕ проектне хÿтĕленĕ. Çурт-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1126831 тăваткал метр, кунта 40 пине яхăн çын пурăнĕ. 2012 çулта 30 пин тăваткал метр хута ямалла. Тĕпрен илсен ку - унчченхи инвесторсем чарса лартнă объектсем. Пĕрремĕш комплекса кĕнĕ 12 çуртран 2009 çулта иккĕмĕшне кăна туса пĕтернĕ, вуннăшне вĕçлеймен, строительство чарăнса ларнă. Кăçал çĕр лаптăкне арендăна илмелли ирĕке, çавăн пекех туса пĕтермен объектсене çĕнĕ инвесторсем туяннă.
Строительсем палăртнă тăрăх - туллин ĕçлеме тата çурт-йĕре хута яма инженери тытăмĕсемпе çыхăнма техника условийĕсем çукки, «Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар» автоçул çинчен ÇÇХПИн «Хĕвел тухăç» посчĕ тĕлĕнче «Çĕнĕ хулана» сулахай енчен пăрăнма юраманни ура хурать. Республика Пуçлăхĕ Строймина, Трансмина тата тĕп хула администрацине ыйтусене татса пама хушнă.