АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне

00:00 30 июня 2012 г.

Урнарти шкула 1981 çулта хăпартса лартнă. Унтанпа кунта пĕрре те юсав ĕçĕсем туса ирттермен. 2012-2013 вĕренÿ çулĕ тĕлне вара шкула юсаса çĕнетме планланă. Юсав ĕçĕсем пуçланнă ĕнтĕ. 2012 çулта çак шкулта 86 ача вĕреннĕ, çитес вĕренÿ çулне 79 ача килет. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ системине модернизацилемелли комплекслă мерăсен шайĕнче шкула юсама 1 миллион та 200 пин тенкĕ уйăрнă. Шкулти ĕçсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ пурнăçлать. Иртнĕ юн кун юсав ĕçĕсем еплерех пурнăçланнипе кăсăкланса Урнарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов тата ытти яваплă çынсем пулчĕç. Планпа шкулăн çивиттине, шалти туалетсене, спорт залне, хутса ăшăтмалли системăна юсама, икĕ вĕренÿ класĕнче урай хăмисене, чÿрече кантăкĕсене улăштарма палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика