АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уяв хаваслă иртĕ

00:00 23 июня 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕтĕмлетÿ ларăвне ирттернĕ.

«Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава тата Шупашкарти V экономика форумне мĕнле хатĕрленни çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ А.Табаков каласа панă. Форума 700 ытла çын хутшăнĕ. Хăнасен йышăнче - РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, федерацин ĕç тăвакан влаç тата Раççей субъекчĕсен, ют çĕршывсен (Эфиопи, Литва) представителĕсем.

Уявсем, савăнмалли пысăк сăлтавсем пулĕç. Шупашкар, Кÿкеç тата Ишлей çыннисене çĕнĕ хваттер уççисене парĕç. Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта пурăнакансем вара июнĕн 23-мĕшĕнче хута яракан садике хăйсен ачисене илсе пыма пултарĕç.

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ кăçал хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Шучĕпе 20-мĕш фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма шăмат кун Раççейĕн 31 регионĕнчен, çавăн пекех Беларуçпе Украинăран пултарулăх коллективĕсем килеççĕ. Уяв Шупашкарпа тата Кÿкеçпе кăна чикĕленмĕ. Сцена ăстисем Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Канашра, республикăн ытти хулипе районĕнче те пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика