00:00 20 июня 2012 г.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Федерацин çут çанталăкпа усă курас енĕпе надзор ĕçне пурнăçлакан службин ертÿçипе Владимир Кирилловпа тĕл пулнă. Шупашкар шыв управĕн шайне 68 метра çити çĕклес ыйтусене сÿтсе явнă.
«Ку тема питĕ çивĕч, патшалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Эпир вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн çак енĕпе ĕçлетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Атăл ăшăхланнипе халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси çивĕчленсех пырать.
Владимир Кириллов пĕлтернĕ тăрăх - çĕршыв пуçлăхĕ Шупашкар ГЭСĕн строительствине вĕçлес ыйтăва куçран вĕçертмест. «Федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регион ку ыйтупа тĕрлĕрен кăсăкланать. Кунта эпир тухса тăнă лару-тăрăвăн мĕн пур енĕпе паллашма, экспертсен тата ахаль çынсен шухăшĕсене итлеме килнĕ», - палăртнă федераци службин ертÿçи.
Тăван тавралăха витĕм кÿнине хаклас енĕпе халăх итлевĕн пĕтĕмлетĕвне общественноçа паллашма тепĕр хут тăратаççĕ, ун хыççăн Патшалăхăн Тĕп экспертизине пăхса тухма ярса параççĕ.