00:00 16 июня 2012 г.
Чăваш Енри çемьесем ача усрава илнĕшĕн малашне 300 пин тенке тивĕçĕç. Çакăн çинчен калакан саккун проектне правительство ырланă. Патшалăх ку пулăшăва çемьене пĕр хутчен парĕ. Пособие тивĕçес тесен ачана хамăр республика территорийĕнчен усрава илмелле.
Саккун проектне тăлăхсене, ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнăскерсене усрава илнĕ çемьесене хавхалантарас тĕллевпе хатĕрленĕ. Çакнашкал шăпаллă ачасене Чăваш Енре çулсерен 500-тен пуçласа 700 таран шута илеççĕ.
- Юлашки вăхăтра ача усрава илекенсен йышĕ чакрĕ. Эпир çак проекта ачасене хамăр тăрăхрах хăварас тата вĕсем валли кирлĕ услови туса парас тĕллевпе хатĕрлерĕмĕр, - тет ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов.
Министерство кăтартăвĕ тăрăх 2009 çулта республикăра 90 тăлăх ача çемье хÿттине лекнĕ, 2010 çулта - 80, 2011 çулта вара - 63. Вĕсенчен ытларахăшĕ паян ют çĕршыври çемьесенче пурăнаççĕ.
Усрав ачасемшĕн тивĕçекен 300 пин тенке 2015 çултан пама тытăнĕç. Саккун проекчĕн авторĕсен шухăшĕпе çемьен патшалăх пулăшăвне иличчен виçĕ çул шанчăка тÿрре кăларма тăрăшмалла. Енчен те ашшĕ-амăшне ача правинчен хăтараççĕ пулсан патшалăх паракан укçана судпа шыраса илĕç.
Çакнашкал ырă пуçарусем ытти регионта тахçанах йĕркеленнĕ. Бурятипе Пушкăртра ача усрава илнĕ çемьесене 250 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Калининград облаçĕнче - 660 пин тенкĕ, Мускавра - 500 пин тенкĕ.