00:00 16 июня 2012 г.
Республикăна Раççей бюджетĕнчен куçарнă 39 млн тенкĕ патшалăхăн хушма укçа (софинансировани) программине хутшăнакан çынсен пенсийĕн пухăнакан пайне кайĕ.
2011 çулта патшалăхăн хушма укçа программине хутшăнса хăйсен пенсийĕн пухăнакан пайне 2000 тенкĕрен пуçласа 12000 тенкĕ таран хывнисене патшалăх çĕр проценчĕпех саплаштарнă.
Çак программа Чăваш Республикинче ĕçлеме пуçланăранпа (виçĕ çул каялла) унта 120 пин ытла çын хутшăннă.
14 çул тултарнă кашни çын патшалăхăн хушма укçа программине хутшăнма пултарать. Взноса уйăхсерен тÿрех тÿлеме юрать, хăвăр ĕçлекен предприяти бухгалтерийĕ, çавăн пекех хăвăр тĕллĕн кирек епле банк урлă та. Çулталăкне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран хывмалла. Мĕн чухлĕ укçа куçарнине кура патшалăх сирĕн счет çине çавăнпа тан укçа хурать. Программа унта хутшăнаканшăн вунă çул ĕçлĕ.
Патшалăхăн хушма укçа программи çинчен тĕплĕнрех районти Пенси фончĕн уйрăмĕнче ыйтса пĕлме пулать.