00:00 02 июня 2012 г.
Правительство çуртĕнче республика экономикине модернизацилес, çĕнĕ технологипе пуянлатас тĕлĕшпе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртнĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикинчи ырă туртăмсене палăртнă, тивĕçлĕ министерствăсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартнă.
- Республика пĕлтĕр федераци субъекчĕсен хушшинче официаллă ĕçсĕрлĕх шайне пĕчĕклетес тĕлĕшпе виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ, - тенĕ. - Ку - лайăх кăтарту. Пĕтĕм тĕнчери Ĕçлеве йĕркелессине тĕпчекен организаци официаллă ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе Чăваш Ен кăтартăвĕ Раççейĕн вăтам хисепĕнчен виçĕ хут лайăхраххине пĕлтернĕ.
Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен иртнĕ çул пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕ памалли программăна ăнăçлă пурнăçланă чи малти 8 субъект йышне кĕнине - яллă районсенче экономикăна, социаллă пурнăçа аталантарма 13,1 млрд тенкĕ хывнине, кăçалхи 5 уйăхра яла пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 1,7 хут нумайрах инвестици килнине асăннă.
ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ял ĕçченĕсене продукцие вырнаçтарас, апат-çимĕç хатĕрлес ĕçе лайăхлатас тĕллевпе ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсене пĕрлешме сĕнчĕ. Тĕнче организацийĕн картинче чухне патшалăх пулăшăвне сыхласа хăварсан тата ÿстерсен кăна пĕчĕк хуçалăхсем ÿсĕм çулĕпе малалла каяссине палăртнă.