АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йăлтах хатĕр пулĕ

00:00 30 мая 2012 г.

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин ертсе пынипе Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтупа йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта тăватă тĕп ыйтăва пăхса тухнă.

«Тĕп новацисен вăхăчĕ» V экономика форумне хатĕрленни çинчен экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ А.Табаков каласа кăтартнă. Форум июнĕн 22-23-мĕшĕсенче пулать. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарни, инноваци ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти ыйтупа конференцисем, семинарсем, «Çавра сĕтелсем» ĕçлĕç. Форума çĕршыври ятлă-сумлă экспертсем хутшăнĕç.

Наци библиотекинче интереслĕ курав йĕркелеме палăртнă.

Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивалĕ икĕ куна пырĕ. Çĕнĕлĕх кĕртнĕ - ăна кĕвĕ-çемĕпе илемлетĕç. Уяв хăнисене виçĕ тĕп вырăн кĕтет: Хĕрлĕ тÿрем, Анне монуменчĕ, «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XX «Раççей çăл куçĕсем» фестивале çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен тата чикĕ леш енчен 35 коллектив хутшăнать. «Шупашкар урамĕсенче рабочисем çул-йĕре юсаççĕ. Урамсемпе тăкăрлăксенчи ĕçсене июнĕн 20-мĕшĕччен вĕçлетпĕрех», - шантарчĕ тĕп хула пуçлăхĕ Л.Черкесов.

Июнĕн 24-мĕшĕнче «Шупашкар: 500 çул» паркра республикăри тĕп Акатуй иртет. Кунта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен йăхташăмăрсем те килсе çитĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика