00:00 26 мая 2012 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисемпе муниципалитетсен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ А.Табаков республикăн пайăр инвестици программине 2012 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Кăçал çак программа валли республика бюджетĕнчен 2 млрд та 867,8 млн тенкĕ яма пăхнă.
Министр каланă тăрăх 2012 çулта 8 ача садне, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 3 шкула, физкультура, сывлăха çирĕплетмелли 2 комплекса (Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай районĕсенче), пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти объекта хута ямалла.
А.Табаков хăйĕн докладĕнче автомобиль çулĕсем тăвас тата юсас ыйтусем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. 2012 çулта Чăваш Ене çак тĕллевпе 800 млн тенкĕ уйăраççĕ.
Кунсăр пуçне Республикăри усал шыçăсенчен сипленмелли клиника диспансерĕн хирурги корпусне тумалли ĕçсене хăвăртлатас ыйтăва çĕкленĕ.
Канашлура патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн ĕçĕсене электрон йĕрки çине куçарас, ведомствăсен хушшинче электрон хутшăнăва йĕркелес ыйтупа ЧР Патшалăх çыхăнупа информатизаци комитечĕн представителĕ Н.Озеров доклад тунă.