00:00 19 мая 2012 г.
Çăмăллăхлă йĕркепе Чăваш Ене 2 пин тонна топливо хушса парĕç.
Хушма топливăна хресченсем «Ульяновскнефтепродукт» обществăран турттарĕç: çак уйăхра - 500, июньте 1500 тонна. Ăна районсем хушшинче ЧР Ял хуçалăх министерстви февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йĕркепе пайлĕç.
Çăмăллăхлă йĕркепе Чăваш Ене дизтопливăпа тивĕçтерекенсем - «Лукойл» тата «Сургутнефтегаз» обществăсем. Март-июнь уйăхĕсенче республикăна 6660 тонна уйăрмалла. Виçĕ уйăхра 2241,3 тонна (34 процент) турттарнă. Ку уйăхра 2430 тонна - иртнĕ уйăхринчен 890 тонна нумайрах - кÿрсе килмелле. Хушнипе пĕрле 3 пин тонна майлă пулмалла. Аграрисене çур аки ирттерме 8,2 пин тонна дизтопливо кирлĕ. Татах уйăрнипе пĕрле çур аки валли çитмелле - çапла шухăшлаççĕ ЧР Ял хуçалăх министерствинче.