00:00 19 мая 2012 г.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Çĕрпÿ районĕнче пулнă. С.Михайлов фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Кунта 30 пин ытла путене, 498 кăвакал, 6617 хур, 6 страус усраççĕ. Çакнашкал хресчен хуçалăхĕ Чăваш Енре пĕрре çеç. Вăл Республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ят çĕнсе илнĕ. Африка страусне 2005-мĕш çултанпа ĕрчетеççĕ. Республика Пуçлăхĕ ял хуçалăх министерствине сухаламан мĕн пур çĕре кăçал пусă çаврăнăшне кĕртме хушнă. Йышăнăва вырăнта мĕнлерех пурнăçлаççĕ-ха? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе малтан Метикасси ял тăрăхне çитнĕ. «ВДС» общество тыр-пул çитĕнтерме унта 371 гектар çĕре 25 çуллăха тара илнĕ.
Пуçлăх Чиричкасси ял тăрăхĕнче иртнĕ çулсенче çум курăк пусса илнĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси еплерех пынине те тĕпченĕ.