АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канашлу иртнĕ

00:00 18 апреля 2012 г.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин 2012 çулхи I кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ А.Табаков пĕлтернĕ. 2011 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производствин индексĕ 118,7 процент пулнă. Республика промышленноç комплексĕ хăйĕн вăйĕпе 34 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă, ĕçсем тунă, пулăшу ĕçĕсем пурнăçланă. Çакă 2011 çулхи январь-март уйăхĕсенчи тапхăртан 19,8 процент ытларах.

Ял хуçалăх продукцийĕ туса илнин индексĕ 100,5-101 процентпа танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра инфляци шайĕ чакнă, 101,1 процент пулнă. Апат-çимĕç таварĕсен хакĕсем 1,8 процент ÿснĕ. 2012 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 14989,7 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çак уйăхсемпе танлаштарсан 17,1 процент ÿснĕ. 2012 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи енĕпе парăм 50,9 млн тенкĕ пулнă, çулталăк пуçламăшĕнчен 28,2 млн тенкĕ чакнă (35,7 процент). Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ ĕçлеме пултаракан вăй питти халăх йышĕн 1,2 процентпа танлашнă.

2012 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне тупăшсем енĕпе 7656,1 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. I кварталта республика бюджечĕн тăкакĕсем 6466,4 млн тенкĕ пулнă.

Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх парăмĕ - 6797 млн тенкĕ (çулталăк пуçламăшĕнче - 9051,3 млн тенкĕ), 2254,3 млн тенкĕ (24,9 процент) чакнă.

2012 çулхи I кварталта строительство енĕпе 4333,7 млн тенкĕлĕх ĕç тунă, ку вăл 2011 çулхи çак тапхăрти 113,4 процентпа танлашать. Январь-март уйăхĕсенче 51,1 пин тăваткал метр 378 хваттер тунă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсенче чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме вырăнти бюджетсен тата бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕ шучĕпе пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсенче авари пуласран 60,942 млн тенкĕлĕх пурлăх ресурсĕсен саппасне йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика