00:00 14 апреля 2012 г.
Апрель уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче юр палăрмаллах ирĕле пуçларĕ. Çавна май районти юхан шывсем те пăртан тапранчĕç. Çак кунсенче Тикаш ялĕ урлă юхса иртекен Кĕлейçырми шывĕ çырантан тухса айлăмра пурăнакан çынсен пахчисене хăйĕн «айне» тунă. Кĕлейçырми Сăхăт юхан шывне юхса кĕрет, вăл вара - Кĕтнене.
Кĕтне - Сĕвене юхса кĕрекен юхан шывсенчен пĕри. Вăл республикăри Йĕпреç, Комсомольски, Тăвай, Вăрмар районĕсем тăрăх юхать, малалли çулĕ - Тутарстан территорийĕнче. Пĕтĕм вăрăмăшĕ - 194 километр çеç пулсан та çурхи вăхăтра ун хĕрринче пурăнакан ялсенчи хăш-пĕр çуртсене шыв илет.