АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уçлăха парăнтаракансем

00:00 11 апреля 2012 г.

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Юрий Гагарин космос уçлăхне тухнăранпа ыран 51 çул çитет. Унтанпа ĕнтĕ космосра 500 ытла космонавтпа астронавт пулнă. Анчах историе пĕрремĕш вĕçевçĕ - ЮрийАлексеевич - чи сумлă ятпа кĕрсе юлнă. Вăл «паттăр» тени пуш сăмах пек çеç туйăнать хушăран, мĕншĕн тесен вăл тĕнче уçлăхне пĕрремĕш вĕçнĕскер, каялла таврăнма та сунман пулĕ. Çавăнпа ăна паттăртан паттăр темелле. Анчах унăн: «Кайрăмăр» сăмахĕ пур çынна та вĕçев ăнăçлă иртессе шанăç кÿнĕ. Çулсем иртеççĕ, космоса тĕпчес ĕç малаллах пырать. Уйăх тăпри çинче çын йĕр хăварнă, халĕ вара «хĕрлĕ планета» Марс çинче те часах çын урисем юлĕç пулĕ. Паллах, çухатусăр пулмасть, 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне орбитăра пулнă 64 космонавтпа астронавт тĕрлĕ сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлнă (çав шутра СССРăн (Раççейĕн) 27 космонавчĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ пушă çĕр çине ÿкмен. Апрелĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчипех авиаципе космонавтика кунне уявлаççĕ.

Паянхи кун тĕлне пур çĕршыври космонавт-астронавтсен шучĕ 215-пе танлашать. Туристсем те космоса çул хываççĕ, юлашки çулсенче кăна уçлăхра вунă çын пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика