00:00 11 апреля 2012 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçарăвĕпе иртекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонне районта официаллă майпа Вăрмарти Культура çуртĕнче апрелĕн 12-мĕшĕнче 10 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçма палăртнă.
Ыркăмăллăх марафонне районта пурăнакан кашни çын хутшăнма, йывăр пурнăç условийĕсенче пурăнакан пĕчĕк граждансене пулăшма пултарать. Вĕсем сусăр, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, ăшшисĕр юлнă, нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасем. Акци вăхăтĕнче пухăнакан укçана райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн предпринимательлĕх е ытти урăх енлĕ ĕç тунипе кĕрекен тупăша хывакан счет çине куçараççĕ. Укçа куçармалли реквизитсем: УФК по Чувашской Республике (МБОУ ДОД «Дом творчества детей» Урмарского района Чувашской Республики л/с 20146БО0282)
р/с 40701810000001000149
ГРКЦ НБ Чувашской Республики Банка России г.Чебоксары
БИК 049706001, ИНН 2114003055, КПП 211401001
Назначение платежа, 974202;180 «Именем детства, во имя детства».