00:00 31 марта 2012 г.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен машина тĕнĕлĕ çине РФ тата ЧР саккунĕсем пăхнă виçерен пысăкрах йывăрăш тивекен пысăк грузлă машинăсене автомобиль çулĕсемпе çÿреме чараççĕ. Çакă çĕршывсем хушшинчи грузсене турттаракан транспорт хатĕрĕсене, заводран хăваласа килекен тата почта машинисене, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме хутшăнакан, çынсене турттаракан тата вырăнти автомобиль çулĕсене пăхса тăракансене тиесе çÿрекен транспорта пырса тивмест. Пысăк грузсем тиесе çÿрекен автотранспорта çÿреме чарнă вăхăтра çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама заводсенчен илсе килекен тракторсемпе ял хуçалăх машинисем, медицина тата ветеринари транспорчĕсем, выльăх апачĕ, вăрлăх, минераллă удобренисем, ял хуçалăх техники валли саппас пайĕсем, ăратлă выльăх, аш-какая тирпейлесе хатĕрлекен предприятисене илсе каякан выльăхсем, çимелли тырă, хăвăрт пăсăлакан продуктсем, коммуналлă предприятисемпе халăх валли топливо турттаракан транспорт валли тÿлевсĕр пропуск илмелле.