00:00 31 марта 2012 г.
Июлĕн 13-18-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри IX çуллахи ял спорт вăййисем иртĕç. Ăмăртусене 70 регионти 3000 спортсмен хутшăнма палăртать. Вĕсем спортăн 17 тĕсĕпе вăй виçĕç.
Тупăшусем республикăн тĕп хулинчи «Олимпийский», «Энергия», «Спартак» стадионсенче, ял хуçалăх академийĕпе коопераци институчĕн спорт залĕсенче, ишевĕн, кĕрешĕвĕн, гимнастикăн тата самбăн Олимп резервĕсен шкулĕсенче ДОСААФ тирĕсенче пулĕç. Ăмăртакансене Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕпе Кÿкеçри стадион та йышăнĕç.