00:00 28 марта 2012 г.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен уйăхсерен тÿлекен пур пенси те, социаллă тÿлев те ÿсни çинчен пĕлтерет. Çул çитнипе, сусăрланнипе, çемьене тăрантаракан вилнипе паракан пенсин страховани пайĕ 3,41 процент ÿсет. Кăçалхи февраль уйăхĕнче пенсие 7 процент ÿстернине шута илсен, çулталăк пуçланнăранпа унăн шайĕ 10,65 процент ÿсĕ. Çавăн пекех социаллă пенсисем, инвалидсемпе вăрçă участникĕсене, пуçĕсене хунă çар çыннисен ашшĕ-амăшне паракан иккĕмĕш пенси те, федераци çăмăллăхçисен уйăхри укçа тÿлевĕ те, соцпакет хакĕ те 14,1 процент ÿсет. Ĕç пенсийĕсем вăтамран 300 тенкĕ ÿсĕç, 8775 тенкĕпе танлашĕç. Республикăри пенсионера пурăнма кирлĕ укçа шайĕнчен 2,1 хут пысăкрах пулĕ (вăл халĕ 4169 тенкĕпе танлашать).
Социаллă пенси 630 тенкĕ ÿсĕ, 5140 тенкĕпе танлашĕ. Икшер пенси илекен Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен пенсийĕ çумне 1548 тенкĕ хушăнĕ, вăтамран вĕсем 22388 тенкĕ илме пуçлĕç. Республика пурĕ 343,9 пин пенсионерăн пенсийĕ ÿсĕ. Пенси пама каякан сумма 111 млн тенкĕ ÿсĕ, çак тĕллевпе çулталăк вĕçлениччен 1 млрд тенкĕ тăкаклĕç.
Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен соцпакечĕ 795 тенкĕ те 88 пуспа танлашĕ. Çав шутран эмелсем илмелли пайĕ - 613 тенкĕ, санитарипе курорт пайĕ 94 тенкĕ те 83 пус, çул çÿрев пайĕ - 88 тенкĕ те 05 пус.
Республикипе уйăхра пĕр хут паракан тÿлеве (ЕДВ) федераллă çăмăллăхпа усă куракан 112 пин çын илет. Вĕсенчен ытларахăшĕ - 91 пин çын - сусăр çынсем.
РФ Пенси фончĕн районти Управленийĕн