АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме

00:00 24 марта 2012 г.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Петрова шкулсенче вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртни çинчен каласа панă.

Владимир Путин премьер хушнипе вĕрентĕве çĕнетме федераци бюджетĕнчен Чăваш Ен валли 801 млн тенкĕ уйăрнă, ку пĕлтĕрхинчен виçĕ хут нумайрах. Çавна май муниципалитетсен юсав ĕçĕсен сметисене хатĕрлеме пуçламалла, йĕркелÿпе çыхăннă ытти ĕçе пурнăçламалла.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене тĕпрен юсама федераци бюджетĕнчен - 200 млн тенкĕ ытла, вырăнти бюджетран 43 млн тенке яхăн уйăраççĕ. Пĕтĕмпе 138 шкула юсама палăртнă. Çапла вара шкулсен 70 проценчĕ хальхи требованисене тивĕçтерĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши компьютерсемпе, оборудованипе тивĕçтермешкĕн 240 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

Спорт оборудованийĕ туянма - тата 70 млн тенкĕ. Хуласенчи тата ялсенчи пысăк шкулсен столовăйĕсене çĕнетме те çавăн чухлех уйăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика