00:00 24 марта 2012 г.
1960 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1977 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1981 çулта Хусанти танкистсен аслă çар училищине вĕренсе пĕтернĕ. Çарсен Çурçĕрти ушкăнĕнчи (Польша), Кантемировски дивизире çар службинче тăнă. Подполковник.
1996 çултан Вăрмарти çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ, халĕ ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ.
«Ĕçре палăрнăшăн». СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсене 70 çул», «Хĕç-пăшаллă вăйсенче тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн» 3 степеньлĕ, «Çар службинче палăрнăшăн» 1 тата 2 степеньлĕ, «РФ МЧС службине 10 çул» медальсене, ытти наградăсене тивĕçнĕ.