00:00 22 февраля 2012 г.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ертсе пынă ĕçлĕ канашлура тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине сÿтсе явнă. Асăннă ыйтăва М.Игнатьев контрольлесех тăрать.
Хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ В.Громов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 409 çынна хваттер памалла. 2011 çулта пĕр тăваткал метр лаптăкăн Раççей регионĕсен аталанăвĕн министерстви çирĕплетнĕ хакĕ 25,3 пин тенкĕ çурт-йĕр рынокĕнче йĕркеленнĕ суммăран сахалрах пулнă. Çавна май хутшăнма кăмăл тăвакансем çуккипе палăртнă конкурссене ирттермен, суту-илÿ пулас пирки тепĕр хут пĕлтерме тивнĕ. Муниципалитет администрацийĕсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсем умне çакнашкал тĕллев лартнă: 2011 çулта хваттер илеймен тăлăх ачасене пурне те кăçалхи пĕрремĕш çур çулта унпа тивĕçтермелле.
М.Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх - çурт-йĕр рынокĕнче дефицит тухса тăмалла мар тата пушă хваттерсем яланах кирлĕ чухлĕ пулмалла.