00:00 22 февраля 2012 г.
Райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ку созыври 17-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ун умĕн савăнăçлă самантра райадминистрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин районта иккĕмĕшпе виççĕмĕш ача çуратнă 15 ача амăшне амăш капиталĕн сертификачĕсене панă.
Депутатсем 2012 çулта муниципаллă пурлăха приватизаци тумалли прогноз планне «Программăна», муниципаллă пурлăхпа усă курнăшăн тÿлемелли хаксене пăхса тухнă. Вĕсемсĕр пуçне ытти ыйтусене те сÿтсе явнă, пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем тунă.