АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ватăшăн та, ачашăн та аван пулăшу

00:00 11 февраля 2012 г.

Вăрмарти ĕçпе тивĕçтерекен центр 14-18 çулти ачасене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе активлă ĕçлет. 2012 çулта ку енĕпе районти çул çитмен 220 ачана ĕçе явăçтарма палăртнă. Февралĕн 8-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра вăхăтлăх ĕçе вырнаçас текен çул çитмен 42 гражданин пынă. «14-18 çулхи çул çитмен граждансене ĕçе вырнаçтарасси» программа шайĕнче 42 çамрăка ĕçе явăçтарнă. Тĕпрен илсен ĕçе вырнаçас текенсем сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьере çитĕнекен ачасем. Тикаш, Кĕлкеш, Шăхаль ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе килĕшÿ тунă. Шкул ачисем вĕренÿрен пушă вăхăтра пĕччен пурăнакан ватăсене тĕрлĕ ĕçсем туса пулăшаççĕ. Ачасене ĕçленĕшĕн тивекен укçана ĕç паракан тата ĕçпе тивĕçтерекен центр уйăраççĕ. Вăрмар район администрацийĕ 14-18 çулхи çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçшĕн 20 пин тенкĕ уйăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика