АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Суйлавччен вăхăт нумай юлмарĕ

00:00 11 февраля 2012 г.

Сумлă ĕçе йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе çаксем яваплă: ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ, 28 суйлав территорийĕпе 1176 суйлав участокĕн комиссийĕ.

Çитес суйлав иртнинчен мĕнпе уйрăлса тăрĕ-ха? Пĕрремĕшĕнчен, кандидатсен йышĕ сахалрах: пиллĕкĕн çеç. Тăваттăшне тĕрлĕ политика партийĕ шаннă, пĕри вара, М.Прохоров, Раççей Президенчĕ пулма хăйĕн кандидатурине хăй тăратнă.

Иккĕмĕшĕнчен, суйлав уççăн иртесси куç кĕретех. Çĕршыври пĕтĕм суйлав участокĕнче, куçса çÿрекеннисемсĕр тата хупă мелпе ĕçлекеннисемсĕр (тĕслĕхрен, больницăсем, çар чаçĕсем тата режимлă ытти объект) пуçне, видеокамерăсем вырнаçтарĕç. Тепĕр çĕнĕлĕх: участоксенче витĕр курăнакан урнăсем пулĕç. Пирĕн республика валли 372 урна саккас панă. Вĕсене вырăнтах хатĕрлеççĕ, каярахпа урнăсем Шупашкарти суйлав участокĕсенче вырăн тупĕç.

Чăваш Ене 58000 ирĕклĕ сасăлав удостоверенийĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсене суйлав территорийĕн комиссийĕсем çынсене январĕн 18-мĕшĕнчен пама пуçланă. Февралĕн 13-мĕшĕнчен çак ĕçе суйлав участокĕн комиссийĕсем пуçăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика