00:00 08 февраля 2012 г.
Иртнĕ кунсенче пирĕн республикăра Раççей - 1 телеканалăн «Сельское утро» программине ÿкерекен ушкăнĕ ĕçлерĕ.
Телевидени ĕçченĕсем пирĕн районти Анаткас ялĕнче те пулчĕç. Кирилловсен çемйи ансат мар, çапах та пысăк тухăç паракан ĕçпе ĕçлет - çăмран урана тăхăнмалли пушмаксем тата ăшă алсасем çĕлет. «Çанталăк сивĕ тăни пирĕншĕн лайăх, тавар вăйлă сутăнать. Ытларах курттăмăн парса яратпăр хамăр çĕленĕ япаласене», - тет Л.Кириллова. Çывăх вăхăтра Раççей телеканалĕпе кăтартакан «Сельское утро» кăларăмра эпир Кирилловсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма пултарăпăр.