АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Инкек пĕччен çÿремест

00:00 08 февраля 2012 г.

Иртнĕ эрне кун Урнар ялĕнче пушар пулнă. Пурăнмалли çурт çунса кайнă. Кил хуçи хăй килĕнче пулман, иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ хуçаланнă кунта. Час-часах ĕçкĕпе иртĕхекенскер патне ирхинех паллакан юлташĕ килнĕ. Пĕрле ларса ĕçнĕ хыççăн хăна тухса кайнă, килте пĕччен юлнă арçын вара çывăрма выртнă. Кăмака хутман вăл. Шăнас мар тесе электроплитка çутса урайне вырнаçтарса лартнă. Хĕрсе кайнă электроплиткăран тухнă çулăм урайне, унтан стенана хыпса илнĕ. Кÿршĕсем вут-çулăма асăрхаса пушар хуралĕн ĕçченĕсене чĕннĕ. Вĕсем инкек вырăнне çитнĕ çĕре йывăçран тунă çурт хĕмленнипех хĕмленнĕ ĕнтĕ. Çулăма 3 расчетпа сÿнтернĕ. 43 çулхи арçын пÿртрех çунса кайнă.

Кăçал районта 3 пушар пулнă, вуншар пинлĕх пурлăх кĕлленнĕ, 1 çын пурнăçĕ татăлнă.

Районăн хисеплĕ çыннисем, сире аса илтерсех тăратпăр: пушар е чрезвычайлă лару-тăру, авари, çул-йĕр çинче инкек пулсан «01» («112») телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пулăшу ыйтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика