00:00 04 февраля 2012 г.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - РФ Правительствин кăçалхи январĕн 25-мĕшĕнчи 4-мĕш йышăнăвĕпе февралĕн 1-мĕшĕнче ватлăхри, инвалидлăхри, тăрантаракана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕсене 6,1 процент вырăнне 7 процент ÿстернĕ.
- Ĕç пенсийĕсене инфляцие шута илсе çулленех индексацилеççĕ. Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх унăн чăн шайĕ 6,1 процентпа танлашнă, - çирĕплетет РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева. - Раççей Правительстви вара пенсисене 7 процент ÿстерчĕ. Чăваш Енре ĕç пенсийĕсем 550 тенкĕ ÿсрĕç, вăтамран 8500-пе танлашрĕç. Вĕсене республикăри пенсионерсен 92 проценчĕ илсе тăрать. Февралĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче 316 пин, Вăрмар районĕнче 6596 пин çыннăн пенсийĕ хăпарчĕ. Ĕç пенсине 2012 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче татах пысăклатма палăртнă.