00:00 28 января 2012 г.
Аслă ăрăвăн хисеплĕ çыннисем!
Эпир, «Раççей пенсионерĕсен канашĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн членĕсем, мартăн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун пур пенсионерсене суйлава активлă хутшăнма чĕнетпĕр.
Республикăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕнче юлашки çулсенче нумай çитĕнÿсем пулнă. Чăваш Ен Раççейĕн вăйлă регионĕсенчен пĕри пулса пырать. Ку вăл Раççей тата Чăваш Правительстви ирттерекен политика витĕмĕ.
Пирĕн нумай нациллĕ Раççей аталанса пырать, пурнăç пĕр тикĕссĕн иртет.
Эпир пурне те суйлава хутшăнса шанчăклă В.Путиншăн сасăлама чĕнсе калатпăр.
Пурте суйлава хутшăнар! Пирĕн тăван Чăваш Еншĕн, Аслă Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн сасăлар!