00:00 28 января 2012 г.
Чăваш Республикинче кăçалхи çулăн иккĕмĕш эрнинче 3123 çын ОРВИпе чирленĕ. Çак кăтарту малтанхи 7 кунпа танлаштарсан 1,8 хут пысăкрах. Ача-пăчана вирус ересси ÿснĕ.
Республикăра ОРВИпе чирлĕ 135 çынна сипленме стационара вырнаçтарнă. Ку йышран 81,5 проценчĕ - ача, 88-шĕ 2 çула та çитеймен.
Шупашкарта ку вăхăтра çак чире ертнĕ 1930 çынна шута илнĕ. Кăтарту малтанхи эрнепе танлаштарсан 1,7 хут ÿснĕ. Гриппа чирлекен пулман.