00:00 25 января 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев видеоконференци меслечĕпе район-хула ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Çĕршыв Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи июль уйăхĕччен пурăнмалли çуртсене централизациленĕ йĕркепе хутса ăшăтнă чухне тарифсене 12, газпа усă курса ăшăтсан 15 процентран ытла ÿстерме юрамасть. Чăваш Республикин Конкуренци политикин тата тарифсен патшалăх службинчен пĕлтернĕ тăрăх коммуналлă тÿлевсем июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 10,4 процентран ытла хăпармĕç. Çулталăкра электричество тарифĕ вăтамран - 2,6, пурăнмалли çурт-йĕре шывпа тивĕçтернĕшĕн тата унтан таса мар шыва кăларса тăнăшăн - 4,3, çуртсене ăшăтса тăнăшăн 4,6, çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕшĕн 10,4 процент ÿсĕ.