00:00 21 января 2012 г.
Коммуналлă хуçалăх системинче ĕçлекенсен час-часах хăйсен ĕçне мĕнле пурнăçлани пирки тиркевлĕ сăмах илтме тивет. Ăçта мĕнле те, анчах чылай чухне коммуналлă сферăра ĕçлекенсен хăш-пĕр çынсене хăйсен ыйтусем парас килет: мĕншĕн вăл е ку пулăшусемшĕн вĕсем тÿлесшĕн мар; Çавăнпа та çак ĕçе суд урлă тума лекет.
2011 çулта «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă общество суда çакăн евĕр 115 тавăç-пĕтĕмпе 242266,15 тенкĕлĕх - тăратнă. Коммуналлă пулăшупа усă куракансем хăйсен ирĕкĕпе 191956,07 тенкĕ тÿленĕ, суд приставĕсем 21656,52 тенкĕ шыраса илнĕ.