00:00 13 января 2012 г.
М.Игнатьев Президент ячĕпе Раççей Финминĕн бюджетсен хутшăнăвĕсен департаменчĕн директорĕнчен çыру килнĕ.
«2010 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикин финанс управленийĕн пахалăхĕ çÿллĕ шайра. Хаклав кăтартăвĕсемпе субъекта пахалăхăн пĕрремĕш степеньне панă», - тенĕ Çырура.
Субъектсене хакланă чух бюджета планланин, пурнăçланин пахалăхне, ыттине тĕпе хунă.