00:00 27 декабря 2011 г.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсене шута илсе 2012 çулхи январьти пенсисемпе ытти тÿлеве маларах финанслаççĕ.
2012 çулхи январĕн 3-14-мĕшĕсенче памаллисемшĕн Пенси фончĕ кредит организацийĕсемпе почтамтсен счечĕ çине кăçалхи декабрĕн 28-мĕшĕнчех укçа куçарать. Валеçекен тытăмсем уяв кунĕсенче ăна ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн çитерсе параççĕ - пенсисемпе ытти тÿлеве тивĕçекенсен счечĕ çине банксем укçана декабрь уйăхĕнче куçараççĕ, почта график тăрăх январĕн 3-мĕшĕнчен пама тытăнать.
Чăваш Республикинче уйăхсерен 360 пине яхăн çын патшалăх пулăшăвне илсе тăрать: вĕсен 53 проценчĕ - почта, 44 проценчĕ - банк, 3 проценчĕ альтернатива служби урлă.